Воскресенье, 16 июня, 2024
Главная > Публикации > Ентешсен паттăрлăхĕпемăнаçланатпăр

Ентешсен паттăрлăхĕпемăнаçланатпăр

Çĕршыв паттăрĕсен кунне Раççейре 2007 çултанпа паллă тăваççĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ куна пирĕн округра та анлăн уявласси ырă йăлана кĕнĕ. Сăлтавĕ те çук мар. Чăваш Енĕн маттур салтакĕсем Афганистанпа Чечняри вĕри точкăсенче пысăк паттăрлăх кăтартнă. Халĕ вара Тăван çĕршыв интересĕсене ятарлă çар операцийĕнче тÿрре кăларассипе пысăк тÿпе хываççĕ.

Çĕршыв паттăрĕсен кунне халалласа вулавăшпа культура çурчĕсенче, музейсемпе шкулсенче тата аслă вĕренÿ заведенийĕсенче тĕллевлĕ чылай мероприяти иртрĕ. Мăкăрсем те, раштав сиввине пăхмасăр, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене асăнса лартнă ялти палăк умне пухăнчĕç.

Ял ĕçченĕсен ячĕпе сумлă тавра пĕлÿçĕ Леонид Михайлов тухса калаçрĕ, çĕршыва хÿтĕленĕ тата хÿтĕлекен паттăрсене хисеплемеллине, вĕсен умĕнче пуçăмăрсене таймаллине пусăм турĕ. Шкул ачисене вĕренÿре хастар пулма чĕнсе каларĕ, ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем патне хавхалану çырăвĕсем çырма йыхравларĕ. Çитĕнекен ăрăва уявăн историйĕпе паллаштарчĕ.

Шел пулин те, паттăрсен шăпи тĕрлĕрен çаврăнса тухать. Пирĕн ялти çамрăк каччă Дима Федоров Донбасра çамрăклах пуçне хучĕ. Мăшăрланма та ĕлкĕреймерĕ. Димăн ырă ĕçĕсем тата унăн хастарлăхĕ çинчен чун савнийĕ Мария каласа пачĕ, çĕршыв паттăрĕсен кунне ирттерме вăл ятарласа Мускавран килсе çитрĕ.

Палăк умне пуçтарăннисем тĕрлĕ вăрçăра пуç хунă паттăрсене пĕр минут шăп тăрса чысларĕç. Унтан палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунă ентешсен çутă сăнарĕсем яланах пирĕн асра пулĕç, эпир вĕсене хисеплетпĕр, вĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *