Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > «Эпир пĕрле, Çĕнтерĕве пĕрле çывхартатпăр»

«Эпир пĕрле, Çĕнтерĕве пĕрле çывхартатпăр»

Çакăн пек девизпа пурăнаççĕ округри Чакаç территорине кĕрекен ялсен хастар ĕçченĕсем. Асăннă тĕллеве пăхăнма çĕршыври лару-тăру хистет.

Сăмахăм Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас енĕпе Чăваш Енре йĕркеленĕ «Ыр кăмăллăх» акцийĕ çинчен пырать. Çак ырă пуçару кунран-кун вăй илет.

Мăкăр ялĕнче пурăнакансем, сăмахран, асăннă акцие 7-мĕш хут хутшăнаççĕ. Укçа-тенкĕ пуçтарасси те çÿллĕ шайра. Черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ- пе пĕрле салтаксем валли кирлĕ тавар тата апат-çимĕç туянса ăсатрĕç.

Паянхи кун мăкăрсем те, округри ытти чылай ял тăрăхĕнчи пекех, техникăна хÿтĕлемелли сеткăсем çыхас енĕпе вăй хураççĕ. Клуб юсав ĕçĕсене кĕтнĕ пирки ял ĕçченĕсем ырă ĕçе Тури Юнтапа ялĕнче пурăнакансемпе пĕрле пĕрлешсе пурнăçлаççĕ.

Укçа-тенкĕ пуçтарас ĕç вара халĕ те малалла пырать, ялти кашни кил «Ыр кăмăллăх» акцине хастар хутшăннипе палăрать.

Çамрăксене аслă ăру ырă тĕслĕх кăтартни уйрăмах савăнтарать. Вĕсем сетка çыхас ĕçе те хастар хутшăнаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *