Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Пĕр çемьери пек килĕшсе чăмăртаннă

Пĕр çемьери пек килĕшсе чăмăртаннă

Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче пурăнакансем волонтерсен ушкăнне йĕркелесе янă. Çак йыша ял çыннисем пурте пĕр çемьери пек килĕшсе чăмăртаннă. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ.

Хальхи вăхăтра çар техникине хÿтĕлемелли ятарлă сеткăсем çыхаççĕ. Ăна пĕр харăс 10-15 çын пурнăçлать, вĕсем виççĕпе ултă метр тăршшĕ сеткăсене икĕ кунта çыхса хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех окоп çуртисем ăсталаççĕ, çăмран ăшă алса-нуски çыхаççĕ.

Владимир Николаев 30 килограмм сурăх çăмĕ илсе килнĕ. Таптарнă хыççăн ăна ялти хĕрарăмсем арлама тытăннă. Çăм хуçи арçын пулнине пăхмасăр хăй те ăста арлать, алса-нуски çыхать.

Волонтерсен ĕçне ялти маттур тата пултаруллă хĕрарăм Лидия Николаева йĕркелесе пырать, вăл çынсемпе пĕр чĕлхе тупма тата вĕсене хавхалантарса пыма пĕлет. Çĕршывра пурăнакан кашни çын Çĕнтерĕве чăтăмсăррăн кĕтет тата салтаксем тăван киле чĕрĕ-сывă таврăнасса шанать. Çакна шута илсе вăй çитернĕ таран пулăшу ĕçне хутшăнать.

Антонина ФЕДОРОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *