Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Хамăрăннисене пăрахмастпăр!

Хамăрăннисене пăрахмастпăр!

Украина çĕрĕ çинче иртекен ятарлă çар операцийĕ Раççей халăхне пĕр туслă йыша чăмăртарĕ. Ют тăрăхра çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен паттăрсене кашни тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшать. Гуманитари пулăшăвĕ йышăнакан пунктсем кунсерен тенĕ пекех салтаксене кирлĕ тĕрлĕ хатĕрпе тата апат-çимĕçпе пуянланаççĕ.

Ырă кăмăллă çынсем аманнă хыççăн госпитальсенче сипленекен ентешсем çинчен те манмаççĕ. Сиплев çурчĕсене ятарлă минтерсем çĕлесе ăсатаççĕ, апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ.

Çак кунсенче черетлĕ гуманитари пулăшăвне Вăтапуç шкулĕн хастарĕсем пуçтарса хатĕрленĕ. Харпăр гигиена хатĕрĕпе вырăн таврашне тата пылак çимĕçсене вĕсем Хусанти госпитале ăсат-нă. Ачасем те айккинче юлман, вĕсем аманнă салтаксене хавхалану туйăмĕ кÿрекен ăш-пиллĕ çырусем çырнă. Çак ырă пуçарăва вăтапуçсем малашне те тытса пыма тĕллев лартнă.

Людмила ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *