Воскресенье, 19 мая, 2024
Главная > Публикации > Сăваплă Çĕнтерĕве пĕрле çывхартар

Сăваплă Çĕнтерĕве пĕрле çывхартар

Çĕршыври паянхи лару-тăру çĕр çинче пурăнакан кашни çын чĕрине ыраттарать, пăлхантарать тата шухăшлаттарать. Украина çĕрĕ çинче пыракан вăрçă вĕçленессе кашни çын кĕтет, сăваплă Çĕнтерĕве ырă ĕçсемпе çывхартма тăрăшать.

Хамăрăн кăларăмсенче «Ыр кăмăллăх» акцине хутшăнакансен ырă ĕçĕсене ырă тĕслĕхе хурса çутатсах тăратпăр.

Палăртма кăмăллă, округри кашни ялта тенĕ пекех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Раççейпе Чăваш Енĕн салтакĕсене пулăшас енĕпе гуманитари пулăшăвне йĕркелесе ăсатаççĕ. Вĕсен ушкăнĕнче: окоп çуртисем, çăмран çыхнă алсиш-нуски, ăшă тум-тир, апат-çимĕç пĕçермелли хатĕрсем, техĕмлĕ чейсем, тĕрлĕ мă- йăрсемпе пыл, шăккăлатпа сахăрланă сĕт ?сгущенка/, тĕрлĕ консервăсем, ăшаласа пĕçернĕ тĕрлĕ какай консервисем, çăвăнмалли хатĕрсем, паллах-паллах чăваш тĕрĕллĕ сăмса тутрисем _ хÿтĕлев паллисем, «буржуйка» кăмакасемпе автомашинăсем тата ытти те.

Сăмах май, Чакаç территори пай-не кĕрекен Мăкăр ялĕн ĕçченĕсем Раççей салтакĕсем патне 10-мĕш гуманитари пулăшăвне ăсатнă.

Округри Кăшнаруй ял тăрăхне кĕрекен Кăшнаруй ялĕн ĕçченĕсем те хастар хутшăнаççĕ «Ыр кăмăллăх» акцине. Иртнĕ Çĕнĕ çул умĕн кăшнаруйсем те сăваплă ĕçе пуçăннă. Паянхи кун вĕсем те, ытти ялсемпе хуласенчи ĕçченсем пекех, çар техникине хÿтĕлемелли ятарлă сеткăсем çыхаççĕ.

Гуманитари пулăшăвне те йĕркелесе ăсатнă, ятарлă çар операцине хутшăннă, кĕске канăва ?отпуска/ килнĕ салтаксемпе мухтавпа паттăр сехечĕсем те ирттернĕ.

Сăваплă ĕçе шкул ачисем те, çамрăксем те, аслă ăрури çынсем те хастар хутшăнаççĕ.

Хÿтĕлев сеткине çыхма кашни кунах тухаççĕ ял çыннисем. Вĕсен ушкăнĕнче салтак амăшĕсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, Çĕнтерĕве пĕрле çывхартаççĕ. Кашни лентăна сетка çине ятарлă схемăпа çыхнă чух кашниех ырă пилпе çыхать.

Асăнса хăварма кăмăллă, ырă та сăваплă пуçарура Никоноровсен çемйин тÿпи пысăк. Йĕркелÿ ыйтăвĕ- сене, кирлĕ материалсемпе тивĕçтерес ĕçе чун-чĕре ыйтнипе кÿленнĕ вĕсем. Константин атте те пирĕнпех, кирлĕ вăхăтра яланах пулăшу алли парать, гуманитари пулăшăвне туянса палăртнă кирлĕ вырăна леçсе парас ĕçре те сахал мар пулăшнă, пулăшать те. Ял хастарĕсенчен пысăк тав ăна!

«Ялти кашни кил тенĕ пекех сă- ваплă ĕçе чун-чĕре ыйтнипе активлă хутшăнать. Сăваплă Çĕнтерĕве пĕрле, пĕр туслă ушкăна пуçтарăнса эпир, кăшнаруйсем те, çывхартатма пулăшатпăр. Тăван çĕршывăмăра тĕреклĕрех тăвас килет, ырă ĕçсене пĕр кăшăла пухса. Кашни салтак-хÿтĕ- левçĕ тăван килне чĕрĕ те сывă таврăнтăр…», _ тет Оксана Олеговна ĕçченсене хавхалантарса.

Паянхи калаçăва сетка çыхнă чух шăрçаланă, чун-чĕререн тухакан сăмахсемпе, «Тĕрĕслĕх çăлĕ çĕр чăмăрне» сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет.

Вăрçă нуши ан кĕтĕр киле,

Мир хуçалантăр çут тĕнчере.

Тĕрĕслĕх çăлĕ çĕр чăмăрне,

Сывлăх сун хÿтĕлев салтакне.

Çирĕп ÿсчĕр пулас паттăрсем,
Çĕршывăн чăн хÿтĕлевçисем.
Упрар тăвансем çут туслăха,
Аслă ăру чĕртнĕ шанăçа.

Пурпĕр Çĕнтерÿ пирĕн енче,
Савнăç хуçаланĕ çĕр çинче.
Таврăнччăр сывлăхпа салтаксем –
Чăваш Енĕн хастар ачисем.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *