Воскресенье, 16 июня, 2024
Главная > Публикации > Лайăх кăтартупа таврăннă

Лайăх кăтартупа таврăннă

Саранск хулинче сĕтелçи теннис енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Унта сывлăхĕ енчен хавшак спортсменсем хутшăннă. Вĕсем мала тухассишĕн «Мордовия» спорт комлексĕнче тупăшнă.

Канашран Саранск хулине Анна Белова тата Глеб Александров çитсе килнĕ. Çамрăксене Раççей шайĕнчи турнирсене хутшăнма Евгений Лабзин хатĕрлет.

Канашсем чемпионатран лайăх кăтартусемпе таврăннă. Анна тĕрлĕ разрядра тупăшса пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Глеба хăйĕн ушкăнĕнче палăрнăшăн пĕрремĕш степенльлĕ Диплом парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *