Иртнĕ кану кунĕсенче Канашра чăн-чăн чăваш туйĕ кĕрленĕ. Уяв кĕрекине хăйĕн çывăх тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене ятарлă çар операцине хутшăннă паттăр салтак Артур пуçтарнă. Вăл Алинăпа çемье çавăрнă.
Ямашри культура çурчĕ çмĕнчи «Туслăх» фольклорпа вокал ансамблĕ çамрăк мăшăрпа хăнасене чăваш юрри-ташшипе савăнтарнă. Купăс тата параппан сасси туй çыннисем мĕн килĕсене саланичченех хавассăн янăраса тăнă.