Кашни квартал вĕçĕнче ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси çирĕп йăлана кĕчĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрупа вулакансене Канашри муниципаллă округăн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалистне Сергей Васильева паллаштарма ыйтрăмăр.
Пĕрремĕш кварталта округри хуçалăхсенче чĕрĕ виçепе 125,9 тонна (пĕлтĕрхи çак тапхăра пăхсан 155,8 проц.) аш-какай туса илнĕ. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ аш-какай илессине ÿстернĕ. «Урюм» тата «Исток» хуçалăхсенче çак кăтарту пĕчĕкрех. Хуçалăхсем вăкăрсене пăруллах сутса яраççĕ, çитерсе самăртни рентабеллĕ мар имĕш. Туса илнĕ аш-какайăн мĕнпур калăпăшĕн 93 проценчĕ _ ĕне выльăх ашĕ, 6,5 проценчĕ — кайăк-кĕшĕк ашĕ, ытти аш виçи — 0,5 проц.
Виçĕ уйăхра округра пĕтĕмпе 1524,6 тонна сĕт суса илнĕ, ку кăтарту пĕлтĕрхи шайрах. «Урюм», «Исток», «Хучель» хуçалăхсенче тăрăшакансем, Макаров, Николаев, Герасимов тата ытти чылай фермер 2023 çулхипе танлаштарсан сăвăм кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатнă.
Пĕр ĕнерен вăтамран 1238 кг сĕт суса илнĕ (пĕлтĕрхинчен пысăкрах — 102 проц.). Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕнче сăвăм шайĕ чи пысăкки, унта кашни ĕнерен 1757 килограмм сĕт сунă. Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Шăхасанти сĕт-çу ферминче çак кăтарту 1551 килогрампа танлашнă. Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Атнашри сĕт-çу ферминче кашни ĕне вăтамран 1519 килограмм сĕт антарнă.
Выльăх апатне районта çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă, сĕт хакĕ чакса пырать пулин те ку вăхăтлăх пулăм. Çавăнпа та ĕне выльăх йышне сыхласа хăвармалла кăна мар, ăна ÿстерсе пырассишĕн тăрăшмалла. Кирек хăçан та хуçалăх экономикине пысăк пулăшу тата тупăш кÿрекенни сĕт пулнине манмалла мар.
Усă куракан 100 га çĕр пуçне 13 ц аш-какай, 156,2 ц сĕт илнĕ. Чи лайăх кăтартусем Киров ячĕллĕ хуçалăхăн тата Николаев хресчен-фермер хуçалăхăн.
— Сергей Павлович, выльăх шучĕ çулсерен улшăнса пырать, паянхи куна округра ку енĕпе лару-тăру еплерех;
_ Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне округра мăйракаллă шултра выльăх 3449 пуç шутланать, 2023 çулхи ку вăхăт тĕлне илсен 93,7 процентпа танлашать. Фермăсенче ĕç условине лайăх-
латса пыма тăрăшмалла, йывăр ĕçсене механизацилемелле.
Ĕнесен шучĕ _ 1227 пуç, пĕлтĕр 1302 пуç пулнă. Хуçалăхсенчен нумайăшĕ ĕне выльăх йышне ÿстерме пуçларĕ, фермерсем те (Никоновпа Николаев) ку енĕпе пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Киров ячĕллĕ хуçалăх, тĕслĕхрен, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарса пырса çуллен пысăк тупăш илет. Пирĕн округра ку енĕпе камран тĕслĕх илмелли пур-ха хальлĕхе.
Округра Волынкин хресчен-фермер хуçалăхĕ сурăх ĕрчетессипе ĕçлет. Вăл пĕтĕмпе 576 пуç тытать.
Мĕнпурĕ 384 пуç пăру илнĕ (2023 çулта — 424). «Урюм», «Хучель» хуçалăхсенче тата Николаевпа Никонов фермерсем ытларах пăру илнĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 534 грамм ÿт хушнă. Чи ла-йăх кăтартусем _ «Путь Ленина», Киров ячĕллĕ ЯХПКсенче, Николаев, Семенов, Леонтьев, Герасимов фермер ?хресчен/ хуçалăхĕсенче. Эпир хамăр фермăсенчи выльăхсене талăкра 600-шар грамм таран ÿт хуштарма пултартăмăр тăк, çавăн чухне тин выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăшлă теме пултаратпăр. Пĕтĕмпех апат рационĕнчен тата выльăхсене мĕнле условисенче тытнинчен килет.
Кĕтÿ кĕçех çаран çине тухĕ. Çакна асра тытмалла: пĕрремĕш кунсенче выльăха уя илсе тухиччен утă-улăмпа тăрантармалла. Çавăн пекех тăвар пирки те манмалла мар.Фермăсене юсаса йĕркене кĕртмелли ĕç планне туса хатĕрлемелле. Выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçăнасси çинчен те шутлама тытăнмалла. Сĕт пахалăхне пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Çуллахи вăхăтра йÿнĕ апатпа усă курса выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен пысăк тупăш илсе юлма тăрăшмалла.