Суббота, 27 июля, 2024
Главная > Публикации > Тăван çут çанталăка упрар, пĕр-пĕрин ĕçне хисеплер

Тăван çут çанталăка упрар, пĕр-пĕрин ĕçне хисеплер

Чăваш Енре кăçал Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăк тесе йышăннă. Эппин, вăл вăрман ĕçченĕсене тÿрремĕнех пырса тивет. Канаш лесничестви, ăна чылайранпа Дамир Юнусов ертсе пырать, республикăн тĕп лапамĕнче вырнаçнă участокри пилĕк лесничествăн вăрманĕсене пăхса тăрать. Çак йыша Сиккассинчи участок лесничестви те кĕрет. Унăн начальникне Николай Мурашкина вăрманçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăмăр.

— Сиккассинчи участок лесничестви таврара хăйĕн паха питомникĕпе палăрса тăрать. Унта çулсерен 30-40 сотăй лаптăк çинче тĕрлĕ йывăç вăрри акса хăваратпăр. Юманпа çăка вăррисене, ĕç йĕркипе килĕшÿллĕн, кĕркунне акнă. Иртнĕ çулта вĕсен çĕнĕ лаптăкĕсем питомникра 15 сотой йышăннă. Кăçал çуркунне чăрăш, хыр тата лиственница акнă, лăсăллă йывăçсен вăррисене вара ятарлă техникăпа 25 сотăй çинче варса хăварнă. Унсăр пуçне питомник ĕçченĕсем туя тата тĕрлĕрен тĕм-йывăç хунавĕсене те çитĕнтереççĕ. Икĕ виçĕ çултан вĕсемпе йывăç чĕртсе тăратма кăмăл тăвакан вăрманçăсене те, общество организацийĕсен те, уйрăм çынсене те… туллин тивĕçтереççĕ.

Вăрăран хунав çитĕнтерме çăмăл мар паллах. Чи малтан хура пуса çу каçипе сухаласа тăмалла. Вăрăсене акнă хыççăн çум курăк йывăçран чылай маларах шăтса тухса ÿсни пытармасăрах паллă. Эппин, çу каçипе йăрансене пĕрре мар çумласа тухмалла. Тĕрлĕрен чир-чĕр çыпăçасран пĕчĕк хунавсене им-çам сапмалла. Çакнашкал пĕлтерĕшлĕ процедурăна çулталăкра икĕ-виçĕ хутчен те туса ирттерме тивет.

Ку çеç и тата. Вăрă пама хатĕрленекен капмар йывăç та хăйĕн патне пысăк тимлĕх ыйтать. Питомник çумĕнче 10 гектар çинче паха лиственницăсен плантацине чĕртсе тăратнă. Вĕсене сăтăрçăсем час-часах тапăнаççĕ. Йывăçсене çак сиенлĕ хурт-кăпшанкăран тата тĕрлĕрен чир-чĕртен сыхласа хăварас тĕлĕшпе çулталăкра виçĕ хутчен им-çам сапатпăр. Паянхи куна çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе икĕ хутчен туса ирттерме ĕлĕкĕрнĕ те ĕнтĕ. Ĕçленине кура ăнăçлă çулсенче йывăçсем 2-3 тонна йĕкел параççĕ. Вĕсене пуçтарса илнĕ хыççăн Канаш лесничествин ятарлă ангарĕнче упратпăр. Йĕкелри вăрăсене те унтах ятарлă сушилкăпа типĕтсе кăларатпăр. Кайран çак паха материал республика тăрăх саланать.

Сиккассинчи участок лесничестви ĕç планĕпе килĕшÿ-ллĕн çулсерен 5 гектар çинче тĕрлĕрен йывăç лартать. Çав вăхăтрах малтан лартнă лаптăксене çĕнĕ хунавсемпе пуянлатса тăрассипе те тимлет. Кăçал, сăмахран, 15 гектар çинче хăрнă е тĕрлĕ сăлтава пула ÿсеймен хунавсене çĕннисемпе улăштарнă. Иртнĕ çулта кĕркунне çак ĕçе 10 гектар çинче туса ирттернĕ. Хунавсене йăлтах хамăр питомникран илсе тухнă.

Питомника хунавсем илме Канаш, Тăвай тата Вăрмар тăрăхĕсенчи ял территорийĕсем туслă йышпа килеççĕ, кашни вĕсем çамрăк йывăçсене 3 пин тĕпрен кая мар илсе каяççĕ. Шкулсем те, экологи акцийĕсене хастар хутшăннă май, тĕрлĕ йывăç хунавĕ кăларса пама ыйтаççĕ. Тă-ван çут çанталăк илемĕшĕн тăрăшакансене нихăçан та хирĕçлемен, хамăр мĕн вăй çитернĕ таран яланах пулăшма тăрăшнă, тăрăшатпăр та.

Вăрман çуркуннепе çуллахи тапхăрта пирĕнтен уйрăмах пысăк тимлĕх кĕтет. Вăрттăнлăх мар, вăрман пушарĕсем çĕршывра çулсерен сахал мар лаптăка тĕп тăваççĕ. Хамăр патăмăрта çак хăрушлăха сирес тĕллев-пе чылай пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттеретпĕр. Чи малтанах вăрман хĕрринче минполосасем сухаласа тухатпăр. Çулсерен тăватă километр çĕнни тунипе пĕрлех киввисене те ултă километр тăршшĕ лаптăк çинче тарăнлататпăр. Асăрхаттару аншлагĕсене çĕнетсе çакатпăр, Сиккассинчи участок лесничествинче вĕсем пĕтĕмпе — тăххăр. Кану вырăнĕсем йĕркелетпĕр (3 беседка ăсталанă), шлагбаумсем вырнаçтаратпăр (2 лартнă). Пушар машинине кÿлĕ хĕррине шыв тултарма пымашкăн ятарлă вырăн хатĕрлетпĕр (2 пирс) тата вăрманта вут-кăвара хирĕç кĕрешекен техника пĕр чăрмавсăр çÿреме пултартăр тесе çулсене якататпăр (1 километр).

Эпир, вăрманçăсем, çынсене вут-кăварпа уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтатпăр! Вăрманта кăвайт чĕртессинчен тата посадка хĕррисенче типĕ курăка çунтарассинчен тытăнса тăма калатпăр. Вăрмана хунавран ÿстерме çăмăл мар, пысăк йывăçсене вара вут-çулăм кĕске самантрах сиен кÿме е вуççех те пĕтерме пултарать. Çавăнпа тăван çут çанталăка упрар, пĕр-пĕрин ĕçне хисеплер.

— Калаçушăн пысăк тав, Николай Александрович.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *