Суббота, 27 июля, 2024
Главная > Публикации > Тĕлĕкре те тĕрĕ тĕрлет,капăр тум çĕлет…

Тĕлĕкре те тĕрĕ тĕрлет,капăр тум çĕлет…

Юратнă ĕç вăй-хал кÿрет. Ăна ватăсем иксĕлми телей «çăл куçĕ» те теççĕ.

Чăннипех те çапла. Мăкăр ялĕнче çуралса ÿснĕ, унтах тымар ярса пурăнакан Любовь Кузьминашăн та тăван ен паха. Ватлăхра чун шăнкăравĕ шăнкăртатса кайни ăна хитре сăвăсем шăрçалама тата чăваш тумне чăваш тĕррисемпе илемлетме хистенĕ.

Чăваш тумĕ тенĕрен, Любовь Сергеевна чăн чăваш тумне хатĕрлеме ăста. Ăна хăйне вали те, тус-тăванĕ валли те, мăнукĕсем валли те хаваспах хатĕрлет.

«Мĕн авалтан ламран лама куçса пыракан пуянлăха упраса хăварас килет», — тет ăстаçă.

Пушă вăхăта ал ĕçĕпе кăна иртермест пирĕн ентеш. Ялти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Туслăх» фольклор ушкăна юрлама-ташлама çÿрет. Çав вăхăтрах ушкăна çÿрекен арсемпе пикесене пурне те чăваш тумĕ çĕлесе тăхăнтартнă.

Хавхалану çăл куçĕ мĕнре тесе ыйтсассăн Любовь Кузьмина ăна юратнă ĕçĕпе çыхăнтарать. Вăл мĕн ачаранах тĕрлеме, çĕлеме юратнă. Юратнă профессинех алла илнĕ. Чи малтанах Çĕрпÿри 5-мĕш техника училищинчен вĕренсе тхунă (халĕ вăл вырăнта Хĕрарăмсен Мăнастырĕ вырнаçнă), арçынсен тумтирне çĕлес енĕпе портной профессие алла илнĕ. Малалла ăсталăха туптас туртăм пысăк пулнипе куçăмсăр майпа Рязань облаçĕнчи Спасклепики хулинчи технологи техникумĕн- че вĕреннĕ. Ентешĕмĕр унта техник технолог профессие алла илнĕ. Практикăра Шупашкар хулинче пулнă, тĕп ĕç вырăнĕ вара — Канаш хулинчи «Силуэт» ательере. Унта вăл сменă мастĕрĕ пулса ĕçленĕ.

Пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн ăна Канаш хулинчи 2-мĕш училищĕне чĕнсе илнĕ. Любовь Сергеевна производство енĕпе вĕрентекен пулса 9 çул ĕçленĕ, хĕрачасене (ун чухне класра 40-хе яхăн вĕренекен пулнă) çĕлеме вĕрентнĕ. Ĕлĕк вĕренсе тухакансене пурне те ĕçе вырнаçтарма тăрăшнă. Ун чухне Канашра «Илем» тата «Рассвет» фабрикăсем ĕçленĕ, вĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕ тачă çыхăну тытнă.

Мĕнле пулсан та тăван кĕтес çывăхрах тата пахарах. Кун-çул кустăрми ентеше тăван ене çавăрса çитернĕ, çемйине çĕнĕ кайăксем те вĕçсе килнĕ. Сăмах май, Любовь Сергеевна, аслă ывăлĕ Леша 10 уйăхра чухне, алла диплом илнĕ.

Кузьминсем виçĕ ачана икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăлранă. Паянхи кун пилĕк мăнукпа тата пĕр кĕçĕн мăнукпа савăнса пурăнаççĕ.

Любовь Сергеевна тăван енре вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă, юратнă ĕçне халĕ те алăран ямасть. Мăкăр ялĕнче тата юнашар ялта (Чакаçра) çĕвĕ цехĕсем уçăлсан ентеше заведующий пулма шаннă.

«Ватăлма ман вăхăт çук», — тет пирĕн ĕçчен те тарават ентешĕм. Кÿршĕсене, юлташĕсене, тăванĕсене тăхăнмалли тумтирсене юсаса-çĕлесе парать, васкавлă сакассем илсе килекенсен кăмăлĕсене те туллин тивĕçтерет.

Чăвашăн чăваш тумтирĕ пулмаллах. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăртăнлăхĕ, кĕписене, шупăрсене çĕленĕ чух тĕрлĕ тĕслĕ тесьмасемпе усă курать, чăваш тĕррисене те манмасть.

Çак кунсенче Любовь Кузьмина «Туслăхсен» ытамĕнче пулчĕ, чăваш юрри-ташшипе киленчĕ, хăй çĕлесе тăхăнтарнă, чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ чăн чăваш тумĕсене курса савăнчĕ, ăшă саламсем йышăнчĕ.

Сăлтавĕ вара чăнласах та пур, унăн сумлă юбилейĕ пулчĕ. Любовь Сергеевна 70 çул тултарчĕ. Çуралнă кун ячĕпе хисеплĕ те юратнă ентешĕмĕре чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр! Малашне те пултаруллă пул, нихăçан та пĕчченлĕхе ан туй. Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх, вăй-халу пултăр иксĕлми. Эпир сана çирĕп сывлăх тата ытам тулли телей сунатпăр.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *