Главная > Публикации > Хире тухса хак панă

Хире тухса хак панă

Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Канаш муниципаллă округ пуçлăхĕ С. Михайлов, ял хуçалăх, экономика тата инвестици ĕçĕн управленийĕн начальникĕ В.Чернов, ял хуçалăх уйрăмĕн начальникĕ В.Васильев ял хуçалăх предприятийĕсем çурхи ака ĕçĕсене мĕнле пурнăçланине хаклама хире тухнă, тĕрлĕ çĕре çитсе унти лару-тăрăва пăхса тухнă.

Вĕсемпе пĕрле «Россельхозцентр» ФПБУн Канашри уйрăмĕн тĕп агрономĕ М.Алексеева, ял хуçалăх уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ С.Васильев, агрохими службин «Чувашский» патшалăх центрĕн Канаш округĕпе ĕçлекен тĕп агрохимикĕ В.Степанов тата ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче «Хучель» ООО, «Агат» ООО, «Агрофирма АСК Канаш» ООО, «Агрофирма «Пионер» ООО, «Путь Ленина» ЯХПК, Николаев, Владимиров, Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕсен, «Канмаш» ООО, «Цивиль» ООО, Киров ячĕллĕ ЯХПК, «КанашАгро» ООО уйĕсене çитсе курнă.

Кăçал округра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 15650 гектар çинче акса хăварнă.

Уйсене çитсе курса ертÿçĕсемпе специалистсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашнă, ака-суха ĕçĕсем мĕнле иртнине, çурхи тата кĕрхи культурăсен мĕнле сорчĕсене акнине, вĕсен паха енĕсемпе çитменлĕхĕсене, мĕнле хими препарачĕсемпе усă курнине сÿтсе явнă, ака ĕçĕсене чи лайăх пурнăçланă хуçалăхсене палăртнă. Вĕсене çитес Акатуйра чыслĕç.

Тĕрĕслев аграрисем çурхи ака ĕçĕсене пысăк яваплăхпа пурнăçланине кăтартса панă. Ял хуçалăх организацийĕсен хирĕсем тирпейлĕ, çумкурăксем çук. Апла пулсан, малашне те ытти ĕçсене тăрăшса пурнăçласан, кĕркунне пысăк тухăç савăнтарасса шанма пулать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *