Главная > Публикации > Ĕçсене вăхăтра пурнăçлаççĕ

Ĕçсене вăхăтра пурнăçлаççĕ

Нумаях пулмасть ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Канаш муниципаллă округĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă, Янкăлчра çĕнĕ шкул тăвас ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă.

Аса илтеретпĕр, ку шкула «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн тăваççĕ. Вăл 165 шкул ачи тата шкул çулне çитмен 40 ача валли. «Кивĕ шкул, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче нимелле тунăскер, кивелсе юрăхсăра тухнă. Халĕ ачасен çĕнĕ, хăрушлăхсăр шкул пулĕ», — пĕлтернĕ муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов.

Хальхи вăхăт тĕлне ĕçсен пысăк пайне пурнăçланă та ĕнтĕ. «Булат» ООО строительство компанийĕн тĕп инженерĕ Ильяс Абдулвалеев пĕлтернĕ тăрăх, çурта хăпартнă, кантăксем вырнаçтарса лартнă, шалти тата тулашри сетьсене туса пĕтернĕ, алăксем заказ панă. Халĕ строительсем шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ, вентиляци вырнаçтараççĕ. Çавăн пекех шкул таврашĕнчи территорие тирпей-илем кĕртеççĕ, стадион тăваççĕ.

План тăрăх, объекта çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă çĕре хута ямалла. Ĕçсене вăхăтра вĕçлес тесе шкул тунă çĕрте 50 ытла çын тăрăшать. «Подрядчиксем хальлĕхе пур ĕçе те шăп та лăп срокпа килĕшÿллĕн туса пыраççĕ. Ĕçе чарса пыракан факторсем пур, вĕсенчен хăтăлас енĕпе ĕçлетпĕр. Вĕсем – ытти программăсемпе çыхăннă хушма ĕçсем: шкул патне пымалли çулсем, хÿтĕлев территорийĕсем, тивĕçтерÿ инфраструктури. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ачасен çĕнĕ шкула каймаллах», — палăртнă Сергей Артамонов.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *