Çимĕк çывхарать. Çак эрнери кану кунĕсенче ял-хула масарĕ- сем çинче халăх йышлă пулĕ.
Çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă çывăх çынсене асăнма пĕлĕш-хурăнташ вара таçтан аякранах килсе çитĕ. Масар тирпейлĕ пулни Çимĕк кунне кашнине кăмăла хуçмасăр ирттерсе яма май парĕ
Вырăнта пурăнакансем çулсерен çак пĕлтерĕшлĕ кун умĕн маларах субботника тухаççĕ. Хăрнă, вил тăприсем çине ÿк-
нĕ йывăçсене касса тирпейлеççĕ, çÿп-çапа пуçтараççĕ. Яманкасси ялĕнче пурăнакансем те çак ырă йăлана çирĕп тытса пыраççĕ. Вĕсем туслă йышпа тухса масар çинчи йывăç-тĕме кăкланă, вил тăприсен таврашне тасатса йĕркене кĕртнĕ.