Республикăри социаллă инфратытăм аталанăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çирĕп сăнаса тăрать. Чăваш Ен Правительстви пуçарнипе Шăхасан салинче çĕнĕ поликлиника çĕкленет. Çак кунсенче унăн стройкипе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов паллашнă.
Сиплев çурчĕ хута кайсан унта 30 пин ытла пациент пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме пултарĕ. Çавна май министр подрядчика ĕçсен хăвăртлăхне ÿстерме ыйтнă. Хальхи вăхăтра строительсем шалти ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ, сиплев çуртне кĕмелли вырăна йĕркене кĕртеççĕ. Поликлиника çумĕнчи çул çине асфаль хунă, проектра палăртнă вырнта брусчатка сарнă.

