Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Экологи акцине хутшăннă

Экологи акцине хутшăннă


Иртнĕ кану кунĕсенче Шăхран лесничествин вăрманĕнче шавлă пулнă. Унта Шăхасан шкулĕн- че пĕлÿ пухакансемпе вĕрентекенсем тата ял хастарĕсем йывăç лартнă. Çамрăк чăрăш хунавĕ- сем юманлăхпа мăнаçлă кедр йывăçĕсем хушшинчи уçланкăра хăйсен вырăнне тупнă. Тĕплĕн- рех Шăхасан шкулĕнче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Тамара Васильева каласа парать:
_ Çак экологи акцийĕ Шăхасан шкулĕн директорĕ Венера Изратова тата «Тăван çĕршывăн çар çыннисен çемйисен комитечĕн» вырăнти хастарĕ Валерия Александрова йĕркеленипе пулса пычĕ. Ăна эпир Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине тата ятарлă çар операцине хутшăннă кашни çар çыннине халалларăмăр. Йывăç лартма Вăтапуç сали çывăхĕнчи вăрмана çула тухрăмăр. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ Вячеслав Васильев кĕске инструктаж ирттернĕ хыççăн пурте ĕçе пуçăнтăмăр. Кĕске вăхăтра виçĕ пин тĕп çамрăк чăрăш хунавĕ лартса тухрăмăр. Вăрман ĕçченĕ-сем пире кăвайт çинче пĕçернĕ салтак пăттипе тата техĕмлĕ чейпе сăйларĕç. Вăрмансене чĕртсе тăратас ĕçре пысăк хастарлăх кăтартнăшăн тав турĕç.
Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *