Республикăра «Чи лайăх кадет» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта кадет шкулĕ- семпе кадет класĕсенче 9-мĕш, 10-мĕш тата 11-мĕш классенче пĕлÿ пухакан çамрăксем хутшăннă. Чăваш Енĕн «Чи лайăх кадечĕ» ята çак тупăшура Янкăлч каччи Егор Егоров çĕнсе илнĕ.
– Эпĕ Янкăлч шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренетĕп. Кадетсен йышне пире 6-мĕш класа çитсен илчĕç. Çав тапхăртанпах эпир, шкулти юлташсемпе, çарти ăсталăха туптаса пыратпăр. Хамăр мĕн пĕлнине республика тата Раççей шайĕнчи конкурссенче кăтартса паратпăр. Çĕршывра эпир пĕрре мар çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Çак çитĕнÿсене кура, мана, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тата район ертÿлĕхĕн ятарлă стипендийĕсене парса чысларĕç. Рес- публикăра «Чи лайăх кадет» ята çĕнсе илни чун-чĕрере мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Тă-ван çĕршыва, мĕн вăй çитернĕ таран усă кÿме, вăй-хăват хушать.

