Тула облаçĕнчи Плехановсен кÿллисенче пулă тытакансем тупăшнă. Чăваш Енрен унта ултă çын хутшăннă, вĕсем тăватă ушкăн йĕркеленĕ. Çак йышра Шăхасан каччи Алексей Орлов та пулнă. Пĕтĕм халăхсем хушшинчи ăмăртуран пирĕн ентеш тăваттăмĕш вырăнпа таврăннă.
– Вăлтапа кÿлĕ хĕррине анса ларма мĕн ачаранах кăмăллатăп. Пĕр-пĕрин хушшинче тупăшса пулă тытакансен йышĕнче эпĕ – виççĕмĕш çул. Тула облаçне пĕлтĕр пуçласа кайса куртăм. Кăçал унтан лайăх кăтартупа таврăнтăмăр. Призерсен йышне лекме пире, командăри Александр Судюковпа иксĕмĕре, пилĕк килограмм пулă çитмерĕ. Ăмăртусен пĕрремĕш кунхине эпир, 28 команда хушшинче, иккĕмĕш пыраттăмăр. Тепĕр кунхине 7-мĕш вырăна антăмăр. Вăтам кăтарту вара тăваттăмĕш вырăн йышăнма май пачĕ. Çак кăтартăва кăçал çурла уйăхĕн– чех лайăхлатма тăрăшăпăр, ун чухне пулăçăсем Тула облаçĕнче «Йывăç карпăн кубокĕшĕн» тупăшĕç.

