Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > 100 тĕп илемлĕ розăсем лартнă

100 тĕп илемлĕ розăсем лартнă

Канаш хулин 100 çулхи юбилейĕ тĕлне пуçарнă ырă ĕçсен марафонĕ малалла пырать. Хальхинче çак эстафетăна шкул ачисене апат-çимĕçпе тивĕçтерекен комбинатăн хастарĕсем те хутшăнă. Комбинат ертÿçин çумĕ Олимпиада Федорова сăмах илет:

– Канашăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне, 100 ырă ĕç туса ирттерес ĕçре, эпир те ырă йĕр хăварас терĕмĕр. Çак тĕллевпе хулари культура керменĕ çумĕнчи парка 100 тĕп илемлĕ розăсем тухса лартрăмăр. Хунавсемпе пире Венера Вениаминовна усламçă тивĕçтерчĕ. Вĕсем ÿс– се аталансан тата çеçкене ларсан сквер кăна мар, хулан сăнĕ те капăрланĕ. Канашăн юбилейĕччен тата вăхăт пур-ха, эппин, эпир ырă ĕçсем тата та туса ирттерме ĕлкĕрĕпĕр. Çак акцие вара хулара пурăнакан кашни çыннах хастар хутшăнма чĕнсе калатпăр. Канаш – пирĕн кил, вăл хăтлă, таса тата капăр пулни – хамăршăн.   

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *