Вторник, 15 июля, 2025
Главная > Публикации > Чăваш Ен 105 çул тултарнă тĕле: малашлăха пĕрле тăватпăр

Чăваш Ен 105 çул тултарнă тĕле: малашлăха пĕрле тăватпăр

Кăçал пирĕн республика паллă пулăма _ Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 105 çул çитнине анлăн паллă тăвать. Çак уяв мăнаçлă тата асра юлмалла иртĕ. Республика юбилейĕ _ пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ самант. Пĕр енчен илсен, тĕрлĕ енлĕ тата паха мероприятисем, тепĕр енчен _ ку чи пĕлтерĕшли, хамăр ырă тĕслĕх çинчен кашнине каласа кăтартма май пурри. Çак ырă улшăнусем хамăр регионти хуласемпе округсенче тата ял-салара пурăнакан кашни çынна пырса тивеççĕ. Вĕсем çынсен чун-чĕринче мăнаçлăх туйăмĕ çуратаççĕ, республикăн аталану çул-йĕрне пĕрле тытса пыма майсем туса параççĕ.

Чăваш халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ уяв умĕн «Канаш ен» хаçатăн журналисчĕсем Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕпе Валерий Черновпа тĕл пулса калаçрĕç.

— Валерий Анатольевич, муниципалитетра пурăнакансем тата унăн хăнисем Канаш хулипе унăн тăрăхĕ куç умĕнче ырă енне улшăнса пынине палăртаççĕ. Республикăн 105 çулхи юбилейне пирĕн округ мĕнлерех çитĕнÿсемпе кĕтсе илет;

— Чăнласах та çапла. Канаш округĕ çулсеренех чаплăланса тата пурăнма меллĕ пулса пырать. Эпир Чăваш Енĕн çавра çулне пысăк мăнаçлăхпа тата çутă шанăçпа кĕтсе илетпĕр. Хыçа юлнă çулсем çакна кăтартса пачĕç _ енчен те влаç çынсемпе пĕрле тачă çыхăнура ĕçлесен, çÿлтен тĕрев парсан, аялтан пуçарупа тухсан _ округра курăмлă улшăнусем пулаççех. Эпир хамăр патăмăрта объектсем кăна хăпартмастпăр, çынсене тивĕçлĕ пурăнма майсем туса паратпăр. Юлашки пилĕк çулта кăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе тата вырăнти влаçсем çине тăнипе Канаш тăрăхĕнче киввисем вырăнĕн- че 14 çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартнă, виçĕ культура çурчĕ туса лартнă. Часах çÿп-çапа уйăрса тирпейлекен комплекс тата Шăхасан салинче çĕнĕ поликлиника хута кайĕç. Çавăн пекех 19 культура учрежденине, 13 шкула, 12 спорт залне, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене тĕпрен юсанă. 13 шкулăн пурлăхпа техника базине пуянлатнă. Халăх çÿ- рекен общество вырăнĕсене йĕркене кĕртнĕ тата ытти те.

Пирĕн округ пĕр вырăнта тăманни тата малалла аталанни савăнтарать. 2020 çултан пуçласа 2024 çулччен Канаш пĕчĕк хуласем хушшинче хăтлă хула хутлăхĕ тăвас тĕлĕшпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри чи лайăх проектсен конкурсĕнче икĕ хутчен çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Пĕри вăл _ хулари культура керменĕ çумĕнчи сквера хăтлăх кÿресси, тепри _ икĕ вокзал хушшинчи лаптăка капăрлатасси.

Енчен те хальхи вăхăта 2015-2019 çулсемпе танлаштарас пулсан, улшăнусем калама çук пысăк. Малтан эпир тирпей-илем кĕртес ĕç çине пысăк тăкаксем тума пултарайман. Паянхи кун вара инициативлă бюджет программи пысăк пулăшу панине палăртса хăвармалла. Вăл ырă витĕм кÿнипе 355 проекта пурнăçа кĕртме пултартăмăр. Кăçал пĕтĕмпе 97 проекта ĕçе кĕртме палăртатпăр. 2020-2025 çулсенче кăна 72 лапамра ырă улшăнусем пулса иртрĕç: урамсенче _ çул, вĕсен айккисемпе тротуарсем сарма май килчĕ, ача-пăча лапамĕсемпе спорт площадкисем йĕркелерĕмĕр. Капиталлă юсав программипе килĕшÿллĕн 34 çурта юсаса çĕнетме пултартăмăр. Ку ахаль сăмахсем кăна мар, çак ырă улшăнусен çумĕнче туса ирттернĕ пысăк ĕçсем, вĕсене çынсем чăннипех те хăйсем çинче туйса илме пултарчĕç.

Янкăлч салинче çĕнĕ, хальхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен шкул хăпарчĕ. Унта 165 ача пĕлÿ илме пултарать. Пĕлÿ çурчĕ çумĕнче пристрой мелĕпе 40 пепке валли ача сачĕ туса лартнă. Салари шкул хулари шкулсенчен нимĕнпе те кая мар, хăш-пĕр аспектпа вара вĕсенчен ирттерет те. Çакă хулара тата ялта паракан пĕлÿ шайне тивĕçлĕ шая çитерме майсем туса парать.

Ырă улшăнусем вырăнти çулсем çинче те пулса иртрĕç. Çулсем _ кирек мĕнле ял-салан чун-чĕри шутланаççĕ, çавăнпа та вĕсене яланах тивĕçлĕ шайра тытса тăмалла. Çул-йĕр пахалăхлă пулни çынсене хăрушсăрлăхпа та тивĕçтерет. Юлашки пилĕк çулта Канаш тăрăхĕнче 120 километра яхăн автоçула юсанă. Нормативпа килĕшсе тăракан çулсен лаптăкĕ çавна май 290 километр чухлĕ хушăннă. Канаш хулинче Ленин проспекчĕн пĕр пайне юсани, çуртсен картишĕсене йĕркене кĕртни çынсене малашлăха пысăк шанăçпа пăхма май парать. Вĕсем халĕ кирлĕ вырăна вăхăтра, автомашинисемпе шăтăк-путăка лекмесĕр тата «пăкăсенче» вăрах вăхăт хушши тăмасăр çитме пултараççĕ.

— Нумаях пулмасть, çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, «Хăтлă хула хутлăхĕ» федераци проекчĕпе килĕшÿ-ллĕн, йĕркене кĕртмелли объектсен проекчĕсемшĕн пыракан сасăлав вĕçленчĕ; Çынсем мĕншĕн-ха вăл е ку дизайн-проектшăн хăйсен сассисене параççĕ;

— «Хăтлă хула хутлăхĕ» федераци проекчĕ 2020-2024 çулсем хушшинче Канаш тăрăхĕнчи 9 общество вырăнне йĕркене кĕртме май пачĕ. Çак сасăлава округра пурăнакансем кăçал та хастар хутшăнчĕç. Вĕсем Уçырма ялĕнчи тата Канаш хулинчи объектсен пулас дизайн-проекчĕсемшĕн сасăларĕç. Çынсем хăйсен граждан позицине хастар палăртни, хăйсем пурăнакан вырăншăн яваплăха туйни питех те пĕлтерĕш- лĕ. Вĕсем ăçта мĕнле объект пулассине хăйсем палăртаççĕ, подрядчик ĕçленĕ вăхăтра ĕçсен пахалăхне тĕрĕслесе тăраççĕ, объектсене йышăнас ĕçе те хутшнаççĕ. Çавна май çынсем суйласа илнĕ ĕçсен пахалăхĕ те пысăк. Вĕсен ĕмĕрĕ вăрăм пуласси те вăрттăнлăх мар, хамăр чун-чĕрепе суйласа илнĕ япалана сиен кÿме пур чухне «алă çĕкленмест-вĕт».

Тĕслĕх вырăнне Уçырма ялĕнчи лапамах илер. Ăна темиçе тапхăрпа йĕркене кĕртсе пыраççĕ. Шкул, ача сачĕ тата культура çурчĕ çумĕн-чи вырăн тĕпрен улшăнчĕ. Пĕтĕм ĕçсене вĕçлесен унта çемьепе уçăлса çÿреме, канма май пулĕ. Халăхпа пĕр саслăн суйласа илнĕ объекта округра пурăнакан ытти çынсем те килсе хак пама пултарĕç. Çак çитĕнÿре хăйсен пысăк тÿпи пурришĕн чунтан чĕререн хĕпĕртĕç.

«Хăтлă хула хутлăхĕ» проект çынсен пурнăçĕ çине чăннипех те ырă витĕм кÿрет. Çавăнпа та сасăлав пынă тап- хăрта çынсене айккинче тăрса ан юлăр тесе калас килет. Хамăр округăн сăн-сăпатне ырă енне пĕрле улăштарса пырар.

— Кăçал канашсем Чă-ваш автономийĕн 105 çулне паллă тунипе пĕрлех Канаш хулин 100 çулхи юбилейне те кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Хамăр округра пурăнакансене мĕн суннă пулăттăр.

— Чăнах та, кăçал эпир икĕ паллă пулăма кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Хулан юбилейĕ маншăн администрацин ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе малашлăх çул-йĕрне палăртмалли пĕлтерĕшлĕ самант. Çав вăхăтрах паха опыта сыхласа хăварса çĕннине алла илсе пырасси те. Хамăн сăмахсене пĕтĕмлтенĕ май çакна палăрт- са хăварас килет, округри курăмлă тата пĕлтерĕшлĕ ĕçсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшса пынипе пурнăçа кĕртме май килчĕ. Тăван тăрăха ырă енне улăштарас тĕлĕшпе малашне те çапла туслă йышпа ĕçлесе пырасса шанатăп. Умра пире çĕнĕ ÿсĕмсем кĕтеççĕ, вĕсем тăван республикăпа тата тăван округпа чăннипех те мăнаçланмалли ырă енсем пулĕç. Пурне те çирĕп сыв-лăх, телей тата ăнăçу сунатăп!

Елена ФАДЕЕВА калаçнă

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *