Канаш хулин ҫуралнӑ кунне уявлама Раҫҫейри паллӑ артист килӗ.
Вӑл – Станислав Садальский. Унӑн ачалӑхӗ Канаш хулинче иртнӗ.
«Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канашра пулатӑпах», – ҫапла ҫырнӑ Станислав Садальский социаллӑ сетьри страницинче.
Палӑртса хӑварар: Канаш хули йӗркеленнӗренпе кӑҫал 100 ҫул ҫитет.

