Уçырма шкулĕнчен 45 çул каялла вĕренсе тухнисем тĕлпулăва пуçтарăнчĕçĕ Çулла – шкулта пĕрле вĕреннисене тĕл пулмалли питĕ лайăх вăхăтĕ Çак самантпа усă курса Уçырмари культура керменĕнче 45 çул каялла Уçырмари вăтам шкултан вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ иртрĕĕ
Тĕлпулăва 17-ĕн пуçтарăнчĕçĕ Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕĕ Пухăннисем пĕр-пĕрне хăйсен пурнăç çулĕпе паллаштарчĕçĔ хăйсене вĕрентнĕ учительсене аса илсе тав сăмахĕсем каларĕçĔ вăхăтсăр уйрăлнисене те манмарĕçĕ
Нумай çул иртсен пĕр-пĕринпе тĕл пулни – кашниншĕн телейĕ Тăван ен кашнин чĕринчеĔ шкулта вĕреннĕ çулсем – чи асамлисемĕ Самана улшăнсан та шкулта вĕреннĕ çулсем ĕмĕр асра юлаççĕĔ чуна ăшăтса ватăлма памаççĕĕ Тĕлпулăва пуçтарăннисем тепĕр тĕлпулăва йышлăрах пухăнасса шанса ыр кăмăлпа сывпуллашрĕçĔ Уçырмари культура керменĕн ертÿçине Татьяна Иванована тĕлпулу ирттерме май туса панишĕн тав турĕçĔ ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕçĕ
Татьяна ИВАНОВА

