Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ял хуçалăх енĕпе тарăн тата пахалăхлă пĕлÿ илме пултарĕç

Ял хуçалăх енĕпе тарăн тата пахалăхлă пĕлÿ илме пултарĕç


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Красноармейски округĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май Красноармейски шкулне çитсе курнă. Унта çитес вăхăтра «АгрокванториУМ» çĕнĕ вĕренÿ проектне уçма палăртаççĕ.
«АгрокванториУМ» ниме бюджечĕн программипе килĕшÿ-ллĕн 2024 çулта старт илнĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 14 миллион ытла тенкĕпе танлашать, унăн пысăк пайне темиçе тапхăрпа пурнăçа кĕртсе пырĕç.
Ĕç планĕн пĕрремĕш тап-хăрĕнче помещенисен строительствипе монтажне туса ирттерме палăртнă. Çак ĕç 2024 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен пынă. Укçа-тенке «Чи лайăх муниципалитет практики» Пĕтĕм Раççейри конкурс грантĕнчен тата ниме бюджечĕн программинчен уйăрнă.
Проектăн иккĕмĕш тапхăрĕ кăçал çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырĕ. Ун чухне «ăслă» теплицăна автоматизацилессипе ĕçлĕç. Çакă ял хуçалăх объектне роботсен аллине пама, операторăн ĕçне сахаллатма май парĕ. Çак ĕçе пурнăçа кĕртме ниме бюджечĕ пулăшĕ.
Виççĕмĕш тапхăра ĕçе кĕртнĕ чухне ачасем валли вĕренÿ лапамĕсем йĕркелĕç. Трак шкулĕн-че кăçал «Кадры АПК» проектпа килĕшÿллĕн агрокласс уçăлмалла. Округри ача сачĕсенче агролабораторисем ĕçлеççĕ те ĕнтĕ, унта пĕчĕк пепкесем биологи тата экологи енĕпе хăйсен пĕлĕвне аталантараççĕ.
Çитес çул агрокласа Красноармейски шкулĕнче те уçма палăртнă. Çак тĕллевпе Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерствине заявка тăратнă та ĕнтĕ. Агрокласс çамрăксене ял хуçалăх енĕпе тарăн тата пахалăхлă пĕлÿ илме, çавăн пекех асăннă сферăра ĕçлес туртăмне ÿстерме май парĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *