Чăваш Ен чысне хÿтĕлекен Сергей Козырев Раççей первенствинчен бронзăпа таврăннă.
Ăмăрту Бурят Республикинче иртнĕ. Унта 24 çул тултарман 300 спортсмен, спорт кĕрешĕвĕпе кăсăк- ланакансем, тупăшнă.
Сергей 97 килограмм тайманнисен йышĕнче палăрнă.
Сăмах май, вăл – кĕрешÿ енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ. Ăсталăхне Валерий Кочков ячĕллĕ 5-мĕш спорт шкулĕнче туптать.

