Республикăра çитес суйлава хутшăнакан обществăлла сăнавçăсене хатĕрлеме пикеннĕ. Сăнавçăсем суйлав саккунпа килĕшÿллĕн, уççăн иртнине хаклаççĕ.
Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Улатăр, Çĕмĕрле, Вăрнар тата Пăрачкав муниципаллă округĕсенче вĕренÿ занятийĕсем иртнĕ. 100 ытла обществăлла сăнавçă хăйсен пĕлĕвне тарăнлатнă, яваплă ĕçе пурнăçлама хатĕрленнĕ. Çурлан 20-мĕшĕнче вара пирĕн округри сăнавçăсем те вĕренĕве пуçтарăннă. Ăна Обществăлла сăнав штабĕн опытлă специалисчĕсем «Ирĕклĕ общество мониторингĕ» Ассоциаци хатĕрленĕ ятарлă программăпа усă курса ирттернĕ. Программа сăнавçăн ĕçне пырса тивекен нумай ыйтăва татса пама пулăшать. Унта право пайĕ те, информаци пайĕ те, пĕлĕве хаклакан пай та пур.
«Сăнавçăсене вĕрентесси _ питĕ пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Пирĕн представительсен суйлав участокĕ- сенче сиксе тухма пултаракан кашни ыйтăва татса пама хатĕр пулмалла. Вĕсен тĕрлĕ лару-тăрура мĕн тумаллине пĕлмелле», _ палăртнă сăнавçăсене хатĕрлекен ушкăнăн ертÿçи Ирина Иванова.
Сасăлав кунĕсенче обществăлла контролерсене пур енлĕн пулăшу кÿрĕç. Кашни муниципалитетрах ятарлă мобильлĕ бригадăсем ĕçлĕç. Вĕсен йышĕнче çÿллĕ квалификаци шайĕллĕ юристсем пулĕç. Вĕсем кирлĕ пулсан суйлав участокне çитсе право пулăшăвĕ пама пултарĕç.

