Улатăр хулинче çуралса ÿснĕ Артемий Репкин подполковник параатлетика енĕпе иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çар спорчĕн канашĕн чемпионатĕнче палăрнă.
Тупăшу Эквадорта пулнă. Пирĕн ентеш диск ывăтассинче ăмăртнă, вăл спортăн ку тĕсĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.
Сăмах май, Артемий Репкин ятарлă çар операцине хутшăннă, унта йывăр аманнă. Сипленсе вăй пухнă хыççăн вăл спортзала занятисене çÿ- реме пуçланă. Хальхи вăхăтра вăл Чăваш Енри çар комиссарĕн пулăшуçинче ĕçлет.

