Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Чăваш Ен команди — çĕнтерÿçĕ

Чăваш Ен команди — çĕнтерÿçĕ


Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди пĕтĕм Раççей шайĕнче армрестлинг енĕпе иртнĕ «Кубок Поволжья» турнирта çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Иртнĕ канмалли кунсенче Чăваш Ен спортсменĕсем Пензăра иртнĕ турнира хутшăннă. Ăмăртăва Раççейри 24 регионтан спортсменсем пуçтарăннă.
Олеся Михайлова, Екатерина Николаева, Елена Алексеева тата Григорий Гераськин чемпион ята тивĕçнĕ. Лия Иванова, Мария Цветкова тата Павел Яшин кĕмĕл медальсен хуçисем пулса тăнă. Елена Иовлева виççĕмĕш вырăн йышăнса ăмăртуран бронза медальпе таврăннă. Владислав Михайловпа Даниил Разумов юниорсем те хĕрÿ тупăшура иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă.
Пĕтĕмлетнĕ кăтартусем тăрăх Чăваш Ен команди пьедесталăн пĕрремĕш картлашкине хăпарнă, çĕнтерÿçĕ кубокне тивĕçнĕ. Пенза облаçĕн команди _ иккĕмĕш, Удмурт Республикин команди виççĕмĕш вырăнта.  

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *