Çак кунсенче муниципаллă округ пуçлăхĕ Валерий Чернов тата çар комиссарĕ Евгений Семенов Елена Корнеевăна «За содействие специальной военной операции» медаль парса чысланă.
Елена Васильевна хăйĕн укçипе автомобиль туянса ăна ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем патне ярса панă. Унăн ĕçĕ вăл чăн-чăн патриот пулнине, пирĕн хÿтĕлевçĕсене чунтан пулăшма тăрăшнине çирĕплетет.
«Елена Васильевнăна хастарлăхшăн, çар çыннисене пулăшу парас ĕçе виçесĕр тÿпе хывнăшăн чĕререн тав тăватăп. Çакăн пек ĕçсем округ çыннисене обществăлла пурнăçа активлăн хутшăнма, патриотла йăласене çирĕплетсе пыма хавхалантараççĕ», _ палăртнă Валерий Чернов.

