Аллă çул пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатакан мăшăрсем пирĕншĕн юратупа шанчăклăхăн, ăнланупа килĕшĕвĕн тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ. Вăхăт тĕрĕслевĕ витĕр тухнă чăн-чăн юрату пурри хавхалану кÿрет.
Çак кунсенче Тури Юнтапа ялĕнче пурăнакан Ефремовсем «ылтăн туй» кĕрекине ларнă. Вырăнти ЗАГС уйрăмĕнче çак ятпа савăнăçлă уяв йĕркеленĕ. Мария Ивановнăпа Петр Николаевич мĕн ачаранах пĕр-пĕрне палласа, пĕлсе ÿснĕ. Вĕсем кÿр- шĕллĕ пурăннă. Шкул пĕтерсен Мария Улатăра вĕренме кайнă, Петр вара Ленинграда çул тытнă. Ят тухсан каччă Совет çар ретне тăнă, Германире службăра пулнă. Аякри çĕрте вăл юратнă хĕрĕшĕн питĕ тунсăхланă, таврăнсан вара пĕрлешме сĕннĕ. 1975 çулта икĕ юратакан чĕре пĕр çемье чăмăртанă.
Петр Николаевич Канашри аш-какай комбинатĕнче механикре нумай çул тăрăшнă. Кил вучахĕн управçи Горьки чукун çулĕ çинче склад заведующийĕнче ĕçленĕ.
Ефремовсен туслă та çирĕп çемйине пĕрин хыççăн тепри «çĕнĕ кайăксем» вĕçсе килнĕ. Пурĕ 4 ачана кун çути парнеленĕ вĕсем, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ мăшăр 7 мăнукĕпе савăнать.
Уява Ефремовсен ачисемпе мăнукĕсем çеç мар, тăванĕ- семпе тус-юлташĕсем те йышлăн пуçтарăннă. Вĕсем хисеплĕ юбилярсене малашне те пурнăç сукмакне алла-аллăн утса такăрлатма ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хал, килĕшÿпе ăнлану суннă.

