Канаш тăрăхĕнче вырăнти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен пленумĕ иртнĕ. Канашлăва пуçтарăннисем кун йĕркинче çывхарса килекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне те сÿтсе явнă.
Çак ыйтупа Канаш округĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова тухса калаçнă. Татьяна Сергеевна Канаш тăрăхĕнче 76 пин çын пурăннине пĕлтернĕ, суйлав иртекен кунсенче кашнине пĕр туслă çемьери пек сасăлава хастар хутшăнма чĕнсе каланă. Ветерансем ăна хăйсен патĕнчен часах ярасшăн пулман, хăйсене канăç паман хушма ыйтусем те панă. Пленума килнисене БАМ микрорайонти икĕ чарăну вырăнне хăтлăх кÿресси, хулари хупăннă мунчан шăпи, Шăхасан салинче шыв кĕртесси тата ытти кăсăклантарнă. Пур ыйтăва шута илсе çитес вăхăтра татăклă хурав пама шантарнă.

