100 çынран пуçласа 1000 çын таран пурăнакан ялсене мобильлĕ интернет кĕртсе парас тĕлĕшпе сасăлав пуçланнă.
Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх нумай сасă пуçтарнă ялсене 2GŸ4G станци лартса парĕç. Çапла ку вырăнсенче пахалăхлă çыхăну тата пысăк хăвăртлăхлă интернет пулĕ.
Сасăлав чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕччен пырать. Унта Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă е почтăпа РФ Цифра министерстви ячĕпе çыру ярса хутшăнма пулать.

