Канаш округĕн ларусем ирттермелли залĕнче Раççейĕн çамрăк гражданĕсене пĕрремĕш пас- портсем панă.
Кашни çын пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ документа каччăсемпе хĕрсене округ пуçлăхĕн çумĕ, вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Наталия Суркова панă. Наталия Владиславовна паспортсене алăран тыттарнă май çамрăксене хăйсен прависемпе тивĕçĕсене ла- йăх пĕлмеллине тата çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнме чĕнсе каланă. Паспорт илнĕ ачасен сăнĕсенче мăнаçлăх туйăмĕ палăрнă.

