Улатӑр хулинче «Улатӑрӑн авиаци йӑлисем» сквер пур. Ӑна хулари «Электроприбор» завод хута янӑ.
Сквера чӑн-чӑн МиГ-29 самолет вырнаҫтарнӑ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерстви урлӑ туяннӑ. Самолет – 1985 ҫулта туса кӑларнӑскер.
Сквера хӑтлӑлатнӑ чухне тавра пӗлӳҫӗсемпе тата тӗпчевҫӗсемпе канашланӑ. Вӑрҫӑччен Улатӑрта аэроклуб пулнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вара унта ҫар летчикӗсене хатӗрлемелли база вырнаҫнӑ. Ку хулара Совет Союзӗн Паттӑрӗ Муса Манаров тата Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Бударин ӳснӗ.

