Вырсарникун каҫхине Уйӑх йӑлтах тӗтӗмленнине курма май пулнӑ. Кун пекки астрономире – сайра тӗл пулакан пулӑм.
Тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра Уйӑх хӗп-хӗрлӗ тӗслӗ пулнӑ. Ҫакна «юнлӑ Уйӑх» та теҫҫӗ.
Астрономсем палӑртнӑ тӑрӑх, Уйӑх тӗттӗмленнине тепӗр хутчен тепӗр ҫичӗ ҫултан ҫеҫ курма май пулӗ.

