Çĕмĕрле округӗнчи Тăванкасра Георгий Федорова асăнса палăк уçнӑ.
Георгий Федоров – Чăваш Республикин наукӑн тава тивĕçлĕ ĕçченӗ, ЧР патшалăх премийĕн лауреачӗ, филологи ăслăлăхĕсен докторӗ.
Халăх умĕнче Çĕмĕрле муниципалитет округӗн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Ольга Краснова, Тăванкас территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Владимир Васильев, Чăваш наци библиотекин директорĕ Роза Лизакова, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов, Раççей писателĕсен Чăваш Республинчи уйрăмĕн председателĕ Сергей Павлов тата ыттисем сӑмах каланӑ.

