Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли черетлӗ сезона Андрей Эшпай композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ концертпа уҫнӑ.
«Ты одна в моей судьбе» концерт авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ. Программӑра ӑстан «Прелюд памяти Е.К. Голубева», «Венгерские напевы», «Рефрен», «Праздничная увертюра», «Русская Босса-Нова», «Песня о криницах» тата ытти янӑранӑ.

