«Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти» проект «Раҫҫейĕн хальхи музыка картти» фестивалĕн никĕсĕ пулса тӑнӑ.
Юрӑ-кĕвĕ уявĕн Мускаври тапхӑрĕнче Юрий Башмет ертсе пыракан Патшалӑх симфони оркестрĕ тĕрлĕ регионти композиторсен хайлавĕсемпе паллаштарнӑ.
Фестивальте чӑваш композиторĕ Дмитрий Тетель хатĕрленĕ хайлав та янӑранӑ.
Чи лайӑх кĕвĕсем Халӑх пĕрлĕхĕн кунĕнче Мус- каври гала-концерта илем кӳрĕҫ.

