«Сывлӑх патне утӑм» проект пынӑ хушӑра 60 ҫулти арҫын пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшнӑ.
Тӗп хулара пурӑнаканскер куҫса ҫӳрекен медицина пунктӗнче сывлӑхне тӗрӗслеттерес тенӗ. Маларах ӑна тухтӑрсем сахӑр диабечӗпе чирленине пӗлтернӗ, анчах арҫын сипленмен.
Юн илнӗ хыҫҫӑн глюкоза шайӗ виҫерен самай пысӑкки палӑрнӑ, тухтӑрсем чирлине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр больницӑна ӑсатнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнӑ проект ӗҫленӗ хушӑра тӗрлӗ чир тупнӑ тӗслӗхсем татах та пулнӑ.

