Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче, ăна Сергей Артамонов премьер-министр ертсе пынă, Экономика аталанăвĕн министрĕ Лариса Рафикова креативлă индустрисене аталантарасси çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарнă.
Сăмах ăс-хакăлпа, пултарулăхпа çыхăннă ĕç-хĕл çинчен пырать. Унăн çĕршывăн шалти продуктĕнчи тӳпи пĕлтĕр 4,1% танлашнă – 7,5 триллион тенкĕлĕх. Çакнашкал ĕç-хĕл шутĕнчи чылай индустри юлашки вăхăтра пысăк ӳсĕмпе палăрать. Раççей шайĕнче креативлисен шутне кĕрекен ĕçсен списокне çирĕплетнĕ – пĕтĕмпе 16 индустри. Программа тивĕçтерĕвĕ, рекламăпа пиар, киленӳпе кану ĕç-хĕлĕ тата ытти те – республикăра çак сферăра 2,2 пин ытла организаципе предприниматель ĕçлет. Хăйсем тĕллĕн вăй хуракансене шута илмесĕр. Ĕçлекенсен пĕтĕмĕшле йышĕ 5,8 пин çынпа танлашать. Отрасль пĕлтĕр тӳленĕ налуксен калăпăшĕ 2,5 миллиард тенке çитнĕ. Саккун отрасле патшалăх енчен пулăшассине палăртать – çакă ăна малалла аталантарма май парĕ.
Лариса Анатольевна Раççей шайĕнче креативлă индустрин 2036 çулчченхи аталанăвĕн стратегине хатĕрлес ĕç пыни çинчен те каланă. Çав документа йышăнсанах республика шайĕнче те уйрăм стратеги хатĕрлемелле.

