Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Çĕр ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене акаççĕ

Çĕр ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене акаççĕ


Çĕр ĕçченĕсем вырма ĕçне вĕçлесе пынипе пĕрлех кĕрхи культурăсене те акма тухнă.
Палăртмалла, ĕççи хăвăртлăхĕ çине кăçал çанталăк условийĕсем пысăк витĕм кÿчĕç. Апла пулин те уй-хирте ĕç кал-кал пырать. Кĕрхисене акассипе «Цивиль» пĕрлĕх, Киров ячĕллĕ тата «Путь Ленина» ял хуçалăх кооперативĕсем, Протасовпа Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕсем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ.
Çак кунсенче округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем «Канмаш» агрофирмăн уйĕсене çитсе çаврăннă. Асăннă хуçалăх ĕçченĕсем Чакаç ялĕ çывăхĕнче ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне вĕсем кĕрхисене 800 гектар çинче акнă, вăл шутран кĕрхи тулă уйĕсем 750 гектар йышăннă, кĕрхи ыраш _ 50 гектар.
Канаш тăрăхĕнче кĕрхисене хальлĕхе 4 пин ытла гектар çинче акнă, ĕçсем ку енĕпе малалла пыраççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *