Кăçал юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕ 85 çул тултарать. Çавна май унта тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ.
Чăваш наци музейĕн уйрăм пайне 1940 çулхи юпа уйăхĕнче, чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 50 çул çитнине халалласа уçнă. Кунти экспозицисем хăнасене чăваш халăх пултарулăхĕн пуçламăшĕпе, пĕрремĕш çыравçисемпе тата чăваш литературин 1917 çулчченхи аталанăвĕпе паллаштараççĕ.
Вĕсене литераторсем тата вĕсен çемйисемпе тăванĕсем парнеленĕ музейра 1600 ытла япала упранать. 85 çулта музей экспонатсен управçи çеç мар, çынсене пĕрлештерекен, пултарулăха хавхалантаракан, пулас ăрусем валли еткерлĕхе упрама пулăшакан пĕлтерĕшлĕ культура центрĕ пулса тăнă. Çак вăхăтра вăл ӳнер хайлавĕсен, истори артефакчĕсен тата писательсен пултарулăхĕпе çыхăннă япаласен пуян коллекцине пухнă.
Кашни курав тĕрлĕ саманари регион культурипе йăли-йĕрки çинчен тĕплĕнрех пĕлме май парать. Чи кăсăклă та чаплă экспонатсенчен пĕри – Константин Иванов ăсталанă пичет машини. Ăна пĕтĕмпех йывăçран тунă. Çакă поэт тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын пулнине кăтартать. Тепĕр хаклă япала – Иван Яковлевăн юман пуканĕ. Ăна Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсем шкул йĕркеленнĕренпе 40 çул çитнине халалласа хăйсен вĕрентекенне парнеленĕ. 1967 çулта çав пукана тата тепĕр 13 экспоната музея И.Я. Яковлевăн мăнукĕсем – Ольга Алексеевнăпа Иван Алексеевич – килсе панă.
Чуна пырса тивекен экспонатсенчен пĕри – Леонид Агаков кĕлеткинчен кăларнă пуля. Вăл 1939-1940 çулсенчи Совет-финн вăрçинче аманнă. Пульăна музея çыравçăн мăшăрĕ А.Н. Агакова 1978 çулта парнеленĕ. Музейра Петĕр Хусанкай туййи те пур. Ăна 1971 çулта поэтăн мăшăрĕ СССР халăх артистки Вера Кузьмина илсе килнĕ. Çак туяна Хусанкая Дагестан АССРĕн халăх поэчĕ Юсуп Хаппалаев парнеленĕ. Сăмах май, музейра Вера Кузьмина парнеленĕ чăваш тĕрриллĕ чаршавсем те упранаççĕ.
Çакăн пек парнесем тата вĕсемпе çыхăннă историсем пирĕн мухтавлă поэтсемпе писательсен пурнăçĕпе, вĕсен пултарулăхĕпе çывăхрах паллашма май парать. Музея парне туса Чăваш Ен культурине упраса сарас ĕçе кашниех тӳпе хывма пултарать. Акци шайĕнче кунта килте упранакан экспонатсем йышăнаççĕ. Вĕсене кăçалхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырса пама пулать. Акцие 80-мĕш юбилейран йĕркелеме тытăннă. Çав çул 100 яхăн материал пухма май килнĕ.
Хамёр инф?

