К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сцена ҫине тухма ӗмӗтленекен ачасене кӗтет. Вӗсене ача-пӑча театрӗн студине чӗнеҫҫӗ.
Икӗ ушкӑн пулӗ: пӗринче 9-12 ҫулсенчисем вӗренӗҫ, тепринче – 13-16 ҫулсенчисем.
Пултаруллӑ артистсем тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ, ачасене сцена ҫинче хускалма, илемлӗ калаҫма, янӑравлӑ юрлама, хӑйсене ирӗклӗрех тытма вӗрентӗҫ.

