Чăваш Енри шкул ачисемпе студентсем 63 тонна макулатура пухнă.
Ку ĕç Пĕтĕм Раççейри «БумБатл» акципе килĕшÿллĕн пулса пынă. Пирĕн республика вăтам регионсен рейтингĕнче ТОП-5 йыша кĕнĕ. Тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче ăс пухакан ачасемпе çамрăксем хальлĕхе 63 тонна макулатура пухнă.
Акци чÿкĕн 30-мĕшĕччен пырать. Унта кашниех хутшăнма пултарать.

