Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗн 2025 ҫулхи лауреачӗсене палӑртнӑ.
Сумлӑ премие Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн гуманитари кафедрин профессорӗ, истори наукисен докторӗ Ирина Витальевна Сухарева-Саригель тата Санкт-Петербургри чӑвашсен Наципе культурӑн автономийӗн председателӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валериан Анатольевич Гаврилов тивӗҫнӗ.

