60 ҫултан иртнисене хӑйсен ӗҫне пуҫарма 150 пин тенкӗ параҫҫӗ.
Халӗ Чӑваш Енре шӑпах «Кӗмӗл старт» программӑна хутшӑнас текенсенчен заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ.
Проект профессири опытне кура предприниматель пулма шутланисем валли.
Пулас усламҫӑсене юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен 17-мӗшӗччен пыракан ӗҫ-пуҫа хутшӑнма сӗнеҫҫӗ. Кӑмӑл тӑвакансен программа сайтӗнче заявка хӑвармалла.

