Ачасем те, аслисем те килĕштерекен кĕркуннехи массăллă ăмăртусенчен пĕри – «Наци кросĕ».
Спорт уявĕ иртнĕ шăматкун пин-пин çынна – ватти-вĕттине, çемьесене, тĕрлĕ предприяти-организаци ĕçченĕсене, шкул ачисемпе студентсене, çамрăк спортсменсемпе сывă пурнăç йĕркин хастарĕсене – Атăлăн Шупашкарти Мус-кав çыранĕ çине йыхравланă.
Чăваш Ен «Наци кросне» 2004 çултанпа тăтăшах хутшăнать. Унăн тĕп тĕллевĕ – ытларах çынна физкультурăпа, спортпа тата сывă пурнăç йĕркипе туслаштарасси. Спорт уявĕ яланхи пекех зарядкăран пуçланнă. Пухăннисемпе ăна тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ Алексей Германов ирттернĕ.
Хаваслă кĕвĕ-çемĕ кăмăла çĕкленĕ, çак кун чупăва хутшăнакансемшĕн пысăк уяв пулнине аса илтернĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем Тĕп пляжран старт илнĕ. Ăмăртăва ертÿçĕсен ушкăнĕ уçнă. Чупăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене спортпа туслă пурăннăшăн тав тунă, малашне те хастар пулма чĕннĕ.

