Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑннине пула интернет ҫыхӑнӑвне час-часах чарса лартаҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра интернета чарсан та хӑш-пӗр сервиспа усӑ курма ирӗк параҫҫӗ. Сӑмахран, «Контактри» приложение кӗреетӗн, Яндекс сервисӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Малашне ун пек перечене банксемпе аптекӑсене те кӗртӗҫ. Кун пирки Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ.

