Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев регионсен хушшинчи «Атăлçи премьери» театр фестивальне старт панă. Мероприяти умĕн вăл Николай Мордвинов актера халалланă куравпа паллашнă.
Чăваш Енре çак фестиваль кăçал пĕрремĕш хут, регион ертÿçи Олег Николаев пуçарнипе авăнăн 24-28-мĕшĕсенче иртет. Ăна СССР халăх артистне, Етĕрне хулин паллă çыннине Николай Мордвинова халалланă.
Вырăс драма театрĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ май фестиваль Раççейри драма коллективĕсен чи лайăх спектаклĕ- семпе паллаштарĕ. Пилĕк каçра пилĕк премьера пулĕ. Мероприятие Вырăс драма театрĕ «Пиковая дама» мистика драмипе уçнă.
Фестивальри постановкăсене Пушкин карттин хуçисем те кĕрсе курма пултарĕç. Аса илтеретпĕр, вăл 2025 çултан пуçласа «Çемье» наци проекчĕн йышне кĕнĕ.

