Шупашкарта «Раççей алăкĕсем-2025» курав-форум иртнӗ. Унта Раççейри 36 регионтан тата ытти çĕршывран 279 компанин 600-е яхăн делегачĕ хутшăннă. Чăваш Енре çак продукцие туса кăларас енĕпе 30 производитель ĕçлет. Вĕсем республикăра пурăнакан 4000-е яхăн çын валли ĕç вырăнĕсем туса панă.
«Федераци шайĕнчи курава Шупашкарта ирттерни производительсене хăйсем çинчен пĕлтерме çул уçать çеç мар, регион экономикине аталантармашкăн та вăй парать. Республикăри предприятисем ют çĕршывран кӳрсе килекен продукци вырăнне хăйсем паха тавар сĕнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев.

