Шупашкарта Атӑл тӑрӑхӗнчи кадет корпусӗсен Спартакиади иртет.
Пушкӑрт, Тутарстан, Чулхула, Чӑваш, Удмурт корпусӗсенче, Минскри Суворов ячӗллӗ ҫар училищинче вӗренекен 105 кадет хӑйсен ӑсталӑхне тӗрлӗ енлӗ кӑтартаҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва чи маттуррисем килсе ҫитнӗ.
«Хамӑрӑн ҫамрӑксемпе те мӑнаҫланмалӑх пур. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗн пӗтӗмлетӗвӗпе Чӑваш кадет корпусӗ чи лайӑх 3 учреждени йышне кӗнӗ», – палӑртнӑ Спараткиадӑна уҫнӑ май регион ертӳҫи Олег Николаев.

