Чӑваш Ен Правительстви 2029 çулта виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев çуралнăранпа 100 çул çитессине паллă тăвас енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ комитетне туса хума йышăннӑ.
Правительство пуçлăхĕ Сергей Артамонов космонавт çуралнă тăрăха хăтлăлатас ĕçе пурин те хутшăнмаллине палăртнӑ: «Халĕ унта пысăк музей комплексĕ тăвас ĕçсем пыраççĕ. Территорие, çулсене, çăл куçсене тирпейлесси тата ытти те – пурин валли те ĕç çитет. Унта халăх та хастар – сĕнӳ нумай, хăшĕсене пурнăçа кĕртме май пуррине хакламалла».

